Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр…
Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн.
Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.
Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен.
Инкек алӑкран шаккаса килмест теҫҫӗ ваттисем. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнче хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче асӑннӑ ялта ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳксе пӗр хӗрача реанимацине лекнӗ, тепӗр ултӑ ҫулхине вара шел пулин те ҫӑлма ӗлкереймен.
Чӑваш Ен ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 9 тата 6 ҫулхи хӗрачасем пӗве хӗррипе велосипедпа ярӑннӑ май ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа курнӑ кӗҫӗн ҫулсенчи хӗр пӗрчи яла, кукамӑш патне пулӑшу ыйтма чупнӑ. Лешӗ 9 ҫулхи хӗре ҫӑлма ӗлкернӗ, кӗҫӗнреххине вара кайран ял арҫыннисем шывран кӑларнӑ. Анчах та вӑл вӑхӑталла хӗрача сывламан ӗнтӗ.
Кун йышши инкек хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем валли ҫав тери пысӑк хуйхӑллӑ. Нихҫан лӑпланма пӗлмен ырату туйӑмӗ пурнӑҫ ҫулӗпех чӗрене хумхантарса пурӑнӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене тимлӗрех пӑхмалла, йӑнӑшсенчен сыхланма вӗрентмелле, шӑпӑрлансен те асӑрхануллӑрах пулмалла. Пурнӑҫ вӑл — вӑйӑ мар.
Суд приставӗсем пӗр хӗрарӑма нумаях пулмасть Хура тинӗс хӗррине кайма (ҫапла-ҫапла) путевка илме пулӑшнӑ. «Ӗҫтешне-тӗр ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, хӑшӗсем. Ҫук ҫав. Ҫывӑх вӑхӑтра курорта кайма хатӗрленекен Канаш хӗрарӑмӗ суд приставӗсен тытӑмӗпе нихӑш енчен те ҫыхӑнман.
Саккунпа килӗшӳллӗн ҫав хӗрарӑмӑн ӳпке чирне сиплеме санаторине кайма путевка илме ирӗк пулнӑ. Социаллӑ страховани фончӗ хаклӑ хутпа тивӗҫтерессе кӗтсе халтан кайнӑскер пӗринче суда тавӑҫпа тухнӑ. Канаш район сучӗ хӗрарӑм хутне кӗрсе тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Тӳре кӑларнӑ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме вара приставсем пулӑшнӑ — социаллӑ страховани фончӗ хӗрарӑма путевкӑпа тивӗҫтернӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.
Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.
Паттӑр ӗҫсене тума аслисем кӑна мар пултараҫҫӗ, пӗчӗк шӑпӑрлансен те чунӗсенче хӑюллӑх туйӑмӗ пур имӗш. Ҫакна 5 ҫулхи Юля Андреева хӑйӗн паха ӗҫӗпе йӑлтах ҫирӗплетсе пачӗ.
Ачалӑх вӑхӑчӗ яланах кӑткӑс, тӗрлӗрен пӑтӑрмахсемпе асра юлать. Шӑп та ҫав тӗрлӗ енлӗ пулӑмсене, инкексене ачасем хӑйсен аллисемпех нумай чухне тӑваҫҫӗ. «Чару ҫимӗҫ яланах пылаклӑрах» тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ ваттисем. Ҫав «пылак ҫимӗҫе» тутанас тӗллевсемпех пулмалла 8 ҫулхи Алексей Абужаровпа 5 ҫулхи Кирилл Васильев Урет юханшыв тӑрӑх юхакан пӑр лаптӑкӗ ҫинче ярӑнма шут тытнӑ. Паллах, йывӑрӑша чӑтаймасӑр арҫын ачасен ура айӗнчи пӑр вакланса-пайланса кайнӑ, ачасем самантрах сивӗ шыв ытамне лекнӗ.
Шыв юххи ачасене юханшывпа кӳле пайлакан чикене илсе ҫитернӗ. Алексейпа Кирилл пур-ҫук вӑйпа пӗренерен ҫакланса юлма ӗлкернӗ, анчах авӑр вӑйӗ ачасене хӑйӗн патне туртнӑ. Вӑйлӑ шыв юхӑвӗ пӗренерен ачасен ҫипуҫӗпе, пушмакӗсене хывма тытӑннӑ. Инкеке лекнӗ ачасен вӑйӗ пулӑшу ыйтма те юлман.
Тура шӗкӗр, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗрринче инҫех мар путакан арҫын ачасене паллакан, 5 ҫулхи Юля Андреева уҫӑлса ҫӳренӗ.
Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.
Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен дирекцине килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ 23 «Арена» авторегистратор комплекчӗсем малашне сыхлӗҫ. Куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансем пирӗн республикӑра та самаях ҫитӗреклӗ. Ҫул ҫинче «вӗҫме» кӑмӑлаканнисене пула 2012 ҫулта автоинспекци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 2 060 авари шута илнӗ, вӗсенче 265 ҫын вилнӗ, 28 652 ҫын аманнӑ.
«Ҫӗнӗ регистраторсене республикӑн хӑш лаптӑкне лартассине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче–ҫӗртме пуҫламӗшӗнче ӑмӑрту ирттерсе татса парӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансемпе кӗрешекен приборсене вырнаҫтарма пуҫлӗҫ», — пӗлтерет ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерекен дирекци пуҫлӑхӗ Владимир Баженов.
Калаҫусем тӑрӑх, акан 29-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ 23 ҫӗнӗ фоторегистратора Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Канаш тата Комсомольски районӗсенче вырнаҫтарасшӑн.
Тен, чӑн та, ҫӗнӗ авторегистраторсем ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва улӑштарӗҫ, автомобилистсене ҫулҫӳреври ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗҫ — ҫакна шанас килет.
2013 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче республикӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен черетлӗ ӑмартӑвӗ иртрӗ. Конкурса 10 учитель хутшӑнчӗ. Кашни мӗн енӗпе те пулин палӑрчӗ.
Чи нумай балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ирина Алексеевна Диарова тивӗҫлӗ пулчӗ.
Уйрӑм номинацисенче ҫак учительсем палӑрчӗҫ:
◆ «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» (эссе) — Людмила Алексеевна Семёнова (Шӑмаршӑ вӑтам шкулӗ);
◆ «Новатор учитель» — Валентина Михайловна Иванова (Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗ);
◆ «Ӑста урокӗ» — Надежда Вячеславовна Шандимирова (Муркаш районӗн Юнкӑ вӑтам шкулӗ);
◆ «Паллаштару карточки» — Лариса Васильевна Осипова (Патӑрьел районӗн Турхан вӑтам шкулӗ
◆ «Ертӳҫӗ учитель» — Галина Михайловна Назарова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 14-мӗш шкулӗ);
◆ «Тӗпчевҫӗ учитель» — Галина Витальевна Кузьмина (Шупашкар районӗн Ҫӗньял вӑтам шкулӗ);
◆ «Сӑпайлӑх ҫӑлкуҫӗ» — Раиса Николаевна Ермошкина (Вӑрнар районӗн Уравӑш вӑтам шкулӗ);
◆ «Ташӑ-юрӑ ӑсти» — Вера Федоровна Никонорова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 16-мӗш шкулӗ);
◆ «Ӑста вулавҫӑ» — Галина Ивановна Иванова (Элӗк районӗн Мӑн Вылӑ вӑтам шкулӗ).
Иртнӗ уйрӑхри кӑтартусене тишкернӗ май Канаш районӗнчи ЗАГС ҫак тӑрӑхра пурӗ 54 пепке ҫуралнине палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗпе танлаштарсан ку самай пысӑк, вӑл вӑхӑтра 42 пепке ҫут тӗнчене килнӗ пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗнчи кӑтартусем те пӗчӗкрех: кӑрлачра 43 ача ҫуралнӑ, нарӑсра — 38.
Ҫуралнисен йышӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнисенчен пысӑкрах пулнине те палӑртнӑ — пуш уйӑхӗнче 41 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Районти ытти кӑтартусене илес пулсан вӗсем ҫакнашкал: пурӗ 20 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ, 12 саланнӑ. Пӗр ҫын хӑйӗн ятне улӑштарнӑ — мӗнле ят йышӑнни пирки, хӑшӗ ӑна килӗшменни пирки ГТАҪ (ЗАГС) пайӗ пӗлтермест.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.